Вячеслав Христофоров, Светлана Яковлева - Эх, юррӑм, янӑра
- Vladimir G.
- 19.08.2019
- 1059
Ул-муççие васкăна та
Турачĕсем ваккăна
Хĕрсен çамрăк вун çиччĕре
Вылямашкăн чупкана.
Хушса юрламалли:
Эх юррăм янăра
Хут купăсăм аллăмра
Сике - сике юрлари те
Саркаланса ташлар-и.
Пĕчĕк кайăк сар кайăк та
Сар ыраша юратать
Манăн çамрăк кĕлетке те
Сар каччăна юратать.
Йывăç касса йĕлтĕр турăм
Йĕр йĕрлеме юрарĕ
Кÿршĕ хĕрне савни турăм
Авланмашкăн юрарĕ.
Çÿлте çăлтăр пить нумай та
Çутă çăлтăр пĕрре çеç
Ялта каччă пить нумай та
Чун юратни эсĕ çеç.
Манăн купăс хыть янрать те
Ун ăшĕнче тăхлан çук
Манăн сассăм хыть янрать те
Ман ăшăмра хуйхă çук.
Шăнкăр – шăнкăр çăл шывне те
Ĕçес те килеть иккен
Савни аса килсессĕн те
Юрлас та килеть иккен.