Лăпкă-лăпкă каç, уйăх тул çути.
Пĕр кĕтмен çĕртрен тĕл пултăм эп сана.
Пĕр хуччен курса, хам та ĕненмес -
Санăн куçусем халь те ман умăмра.
Сан çуралнă кун паян.
Саламлатăп ыр сунса.
Хĕрлĕ-хĕрлĕ чечексем, розăсем
Парнелетĕп чĕререн сана.
Пысăк юрату. Пĕлтереç вĕсем:
"Ах мĕн-ма кĕске-ши çав тери каçсем?"
Хĕрлĕ чечексем кантăк умĕнче.
Яланах эс пулăн манăн чĕрере.
Сан çуралнă кун паян.
Саламлатăп ыр сунса.
Хĕрлĕ-хĕрлĕ чечексем, розăсем
Парнелетĕп чĕререн сана.
Сан çуралнă кун ятпа
Эп юрлатăп çак юрра.
Хĕрлĕ-хĕрлĕ чечексем, розăсем
Парнелетĕп чĕререн сана.